Экологи элеменчĕсемпе çут çанталăк паллисем
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни малалла тăсăлнă май 6-7 классенче Николаева Валентина Поликарповнăпа Садикова Людмила витальевна «Экологи элеменчĕсемпе çут çанталăк паллисем» темăпа класс тулашĕнчи ĕç ирттерчĕç. Ку ĕç-пулăм кăçалхи 2017ç. Экологи çулĕпе килĕшсе тăрать.
Вĕрентекенсен тĕллевĕ – тĕрлĕ чĕр чунсемпе, ÿсен тăрансемпе, пулăмсемпе усă курса вĕренекенсене çанталăка сăнама вĕрентесси пулчĕ. Биологи учителĕ Садикова Людмила Витальевна чĕр чунсемпе ÿсен тăрансем çанталăк улшăнас умĕн мĕнле улшăнусем пулнине, вĕсем мĕнпе çыхăннине ăнлантарчĕ. Вĕренекенсем хăйсем те активлă хутшăнчĕç. Биологи, географии, чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури урокĕсенче илнĕ пĕлĕве çирĕплетрĕç.