«Етěрне районěн историйě» викторина
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланнă май интернет-викторина иртрĕ. Викторинăна 7-мĕш класра вĕренекен Огнев Александр хутшăнчĕ. Ыйтăвĕсем интереслĕ те çăмăлах пулмарěç. Вĕренекен хăй илнě пěлÿпе усă курса пултарнă таран хуравлама тăрăшрě. Алексадр кун пек викторинăсене пěрремěш хут кăна хутшăнмасть. Ытти чухне те çитěнÿсем тунăччě. Ку хутěнче те çавсем шутне кěрессе шанас килет.