«Савар, мухтар чĕлхемĕре, ӑна усрар чыс –хисепре!»
Пирĕн тӑван чĕлхе – чӑваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкренех чӑвашла калаςса ӳсетпĕр. Чӑваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи. Тӑван чĕлхе – чи ςепĕς те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртӳллĕн янӑрать вӑл. Пирĕн хамӑрӑн тӑван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ӑна упрама тӑрӑшмалла. Çакна шута илсе паян ака уйӑхĕн 25 – мĕшĕнче Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вӑтам шкулта «Савар, мухтар чĕлхемĕре, ӑна усрар чыс –хисепре!» ятпа уяв иртрĕ. 3-мĕш класс ачисем чӑваш чĕлхине мухтаса ςырнӑ сӑвӑсем, юптарусем вуларĕς. Афанасьева Т.В. Иван Яковлевич Яковлев пурнӑςĕпе ĕςĕ-хĕлĕ, вĕрентсе калакан калавĕсем ςинчен туллин каласа пачĕ. Веренекенсем хушшинче И.Я.Яковлев калавĕсем тӑрӑх йĕркеленĕ ӳкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Виςςĕмĕш класс ачисем «И.Я.Яковлев калавĕсем» ятлӑ курав стендчĕ туса хучĕς. Пурте савӑк кӑмӑлпа юлчĕς.