«Чӑваш Çĕршывĕ – ςĕр пин юрӑ тата ςĕр пин тĕрĕ ςĕршывĕ»
«Чӑваш Çĕршывĕ – ςĕр пин юрӑ тата ςĕр пин тĕрĕ ςĕршывĕ» тесе ахаль каламан ĕнтĕ. Чӑнах та, мĕн тĕрлĕ илемлĕ юрӑ кӑна кĕвĕлемеςςĕ пулĕ чӑваш композиторĕсем. Паян, ака уйӑхĕн 22 – мĕшĕнче, Афанасьева Т. В. 3тата 5-мĕш класс ачисене чӑваш композиторĕсемпе паллаштарчĕ. Етĕрне районĕнчен тухнӑ артистсем ςинчен те пĕлчĕς ачасем. Вĕсем юрланӑ юрӑсене итлерĕς, пĕрле юрларĕς. Çавӑн пекех ачасем Никитинсем, Гордеевсем, Толстовсем юрланӑ юрӑсене итлесе киленчĕς.
Ака уйӑхĕн 24- мĕшĕче 3 класс ачисем чӑваш тумтирӗпе, тӗррисемпе паллашрӗç. Класс ертӳςи Афанасьева Т.В. чӑваш тумтирĕн тата чӑваш тĕррин илемне кӑтартса пама презентаципе тата видео материалпа усӑ курчĕ. Виςςĕмĕш класс ачисем нумай çĕннине пĕлчĕç. Чӑваш тĕррисене тĕрленĕ чухне ытларах сарӑ, хĕрлĕ тата хура тĕссемпе усӑ кураςςĕ. Тата кашни чӑваш тĕррине вулама пулать иккен. Хӑйсем те темиςе чӑваш тĕррине тишкерчĕς.