Ташă кунě
Ака уйăхěн 21-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта
«Ташă кунě» пулса иртрě. Çак куна аслӑ мӑнкун тата чӑваш чĕлхи эрнине халаларӑмӑр. Вěренекенсем уява эрнипех хатěрленчěç. 10-мěш класра вěренекенсем ертсе пычěç. Шкулти сцена çинче чăваш ташшисемсěр пуçне вěренекенсем тěрлě халăх ташшисене лартса пачěç. Пур класс та активлă хутшăнчě. 3-мĕш тата 10- мĕш класс ачисем мункун уявĕ ςинчен юрӑсем шӑрантарчĕς.
Çак кунах 5- мěш тата шкул шкулне çитмен ачавсем чăваш вăййисем вылярěç, ташларěç, юрларěç. «Паян пурте ташлар» конкурсра туслă çěнтерчě. Уява килнисем, уйрăмах вěренекенсен ашшě-амăшěсем, шкул администрацине тав сăмахěсем каларěç,тулли те çěкленỷллě кăмăлпа шкул çуртěнчен тухрěç