Çеςпĕл чечекĕн кунĕ

Çеςпĕл чечекĕн кунĕ

 

     Ака уйăхěн 19-мěшěнчен пуςласа 25-мĕш числоччен  Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрни пырать.  Çак эрнере кĕςĕн класра вĕрентекенсем те тĕрлĕ ĕςсем туса ирттерме планларĕς.  Ака уйӑхĕн  19 –мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери   Çеςпĕл чечекĕсен кунĕ. Çак куна халалласа 3-мĕш класс  ертӳςи Афанасьева Т.В. 1-3 класс ачисемпе мероприяти    ирттерчĕ. Чӑн малтанах учитель ачасене ςеςпĕл  чечекĕсем ςинчен каласа пачĕ.  Хӑйĕн калаςуне презентаципе ςирĕплетрĕ.  Çеςпĕл чечекĕсем   сахалланса юлнине  пула Раςςейĕн хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Ун хыςςӑн  «Легенда о подснежниках»  видеофильм пӑхрĕς.  3-мĕш класс  ачисем  «Çеςпĕл чечекĕсем» юмах кӑтартса пачĕς.  Вĕренекенсем пурте кӑмӑллӑ  юлчĕς.

     Çавӑн пекех 3 –мĕш класс ачисем чӑваш чĕлхи урокĕнче  ςеςпĕл чечекĕ  ςинчен диктант ςырчĕς.