Тăван чěлхе ăсти килě тěнчене…

Чăваш чěлхи ăсти! Кăварлă

Чěрỷ сан сисě чěннине.

Шанатăп. Ěмěте усратăп:

Эс килěн. Килěн тěнчене! – çапла янраттарчěç Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрнин иккěмěш кунěнче. Ку уява Çеçпěл Мишшине халалларěç. М.К. Кузьмин хăйěн пурнăçне чăвашлăха аталантарас тěлěшпе ырми-канми ěçленине палăртрěç. Ачасем «Чăваш ачине», «Тинěсе», «Кěпер хывăр!», «Хěрлě-хěрлě, хěрлě мăкăньсем» сăвăсене вуларěç. Уйрăмах Крылов М., Кузьмина О. уçăмлă вулани вěренекенсене пěрре савăнтарчě, тепре хурлантарчě.

    Çак кунах 8 – мěш класра вěренекенсем  тăван чěлхе çинчен диктант çырчěç. Кузьмина О. Крылов М. ěçěсене  Венера Меркурьевна «5» паллăпа хакларě.

     10-мěш класра вěренекенсем Михаил Кузьмин А. Червякова патне янă çырусене рольсемпе вуласа хакларěç.