Тăван чěлхе – пěлỷ çăл куçě

        Ака уйăхěн 19-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрнине уçрěç. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна  «Тăван чěлхе – пěлỷ çăл куçě» темăпа  литературăпа музыка композицийě ирттерчě. Ачасене «И.Я. Яковлев вěренекенěсем» ятлă  презентаципе паллаштарчě, Чěмпěр чăваш шкулěн пěрремěш вěренекенěсем çинчен каласа пачě. Çак шкултан Урпаш ялěнче çуралса ỷснě Феодосия Ишетер çыравçă вěренсе тухнине пěлтерчě. Унтан 5-8- мěш класра вěренекенсем, паллах, виртуаллă мелпе, Ульяновск хулинчи музея çул тытрěç. Вěренекенсем чăваш халăхне çутта кăлараканăн килěнче, ěçленě, кану пỷлěмěсенче, Чěмпěр шкулěнче пулса курчěç.

    Тăван чěлхе çинчен ачасем сăвă-юрă янраттарчěç. И.Я. Яковлевăн «Сармантей», «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав», «Йăлăнтарни» ăса вěрентсе çырнă хайлавěсем тăрăх инсценировкăсем лартса пачěç. Уяв пурне те кăмăла кайрě.