Ака уйăхěн 25 – мěшěнче «Пěтěм чăваш диктанчě - 2016» çырмалли кун. Çак куна Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти вěренекенсем чăтăмсăррăн кěтрěç. Акă кěтнě самант çитрě. Диктант текстне аслă категориллě вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна вуларě. Çыру ěçне Ял ěçченěн çулталăкне халалланă., вăл «Çăкăр хакě» ятлă пулчě. Вěренекенсемшěн диктант тексчě çăмăлах пулмарě, çапах та тăхăр вěренекен тата чăваш чěлхипе литературине, Тăван Ен культурине вěрентекен Николаева Валентина Поликарповна тăрăшса çырчěç. Ачасем Александр Артемьевăн «Çăкăр хакě» калавăн тулли хайлавне вулама кăмăл турěç.