Эпир – Улăп йăхěнчен !

    Ака уйăхěн 23 – мěшěнче  Урпашри вăтам шкулта «Эпир – Улăп йăхěнчен» темăпа литературăпа музыка композийийě иртрě. Уявра  чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна тăван чěлхен пěлтерěшě, тăван халăх историйě, халăх йăли-йěрки çинчен тěплěн каласа пачě.

7 – мěш класра вěренекенсем «Улăп ачипе этем ачисем» ятлă инсценировка кăтартса пачěç.  6 – мěш, 7 – мěш классем хушшинче «Мěн? Ăçта? Хăçан?» викторина вăййи иртрě. Вăйă туслăх çěнтернипе вěçленчě. Уяв чăваш  халăх юррипе, чăваш ташшипе вěçленчě.

   Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чěлхеллě халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.