Тăван чěлхе – пěлỷ çăл куçě

     Ака уйăхěн  19 - мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта  чăваш чěлхипе литература эрни пуçланчě.  Уяв пуçламăшěнче тăван чěлхене вěренткен Кузьмина Венера Меркурьевна «Тăван чěлхе -  пěлỷ çăл куçě» темăпа  калаçу ирттерчě. 5 - мěш класра вěренекенсем (вěрентекенě Николаева Валентина Поликарповна) юратнă чěлхемěре савса Сеçпěл Мишшин, Ухсай Яккăвěн сăввисене вуларěç, Стихван Шавлин «Вěçкěн Ваççа» хайлавě тăрăх инсценировка лартса пачěç.

    Кузьмина Венера Меркурьевна ачасене  «Чěмпěр чăваш шкулне – хăнана» темăпа виртуаллă эксурсие илсе çитерчě. Вěренекенсем паянхи Чěмпěр хулипе паллашрěç, Чěмпěр чăваш шкулěнче экскурсире пулса курчěç. 7 – мěш класра вěренекенсем Иван яковлевич Яковлевăн «Кахалпа наян», «Йăлăнтарни»,  «Чăлха çыхни» ăса вěрентсе калакан калавěсем тăрăх инсценировкăсем лартса пачěç. Çамрăк артистсем  хăйсен пултарулăхěпе курма пыракансене пурне те тěлěнтерчěç.

    Уяв вěçěнче «Кам нумайрах пěлет» темăпа  5-7 классем хушшинче викторина иртрě. Асăннă  конкурсра 7 –мěшсем малти вырăна тухрěç.