Иван Яковлевич Яковлев
Апрелӗн 25- мӗшӗ- Иван Яковлевич Яковлевăн ҫуралнă кунӗ. Вăл чăваш ҫырулăхне йӗркелесе яраканӗ. И.Я.Яковлев чăваш алфавитне тунă, ҫӗнӗ ҫырулăх букварьне ҫырнă, ачасем валли хăйӗн букварӗ валли хăех кӗске калавсем ҫырнă. Пӗрремӗш класра вӗренекенсем паян ун ҫинчен презентаци курчӗҫ, унăн ачасем валли ҫырнă калавӗсемпе паллашрӗҫ.