«Чăваш халăхĕн йăли – йĕркисем»

«Чăваш халăхĕн йăли – йĕркисем»

 

 Чăвашра вăрман чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать, ав, чăвашла,

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.

   Ака уйăхĕн 24 – мĕшĕнче Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна ертсе пынипе 10- мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш халăхĕн йăли – йĕркисем» темăпа литературăпа музыка композийицĕ лартса пачĕç. Ача çурални, салтака ăсатни, ваттисене асăнни çинчен инсценировкăсем кăтартрĕç. Куракансене чăваш халăх юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕç. Улттăмĕш, çиччĕмĕш класра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене  вуларĕç. Сытина Аннăн, Ильина Маринăн, Кузьмин Николайăн сăввисем  чи лайăххисем пулчĕç.

 5 – мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуларĕç.

   Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене асра тытасчĕ!