Чăваш халăх сăвăçи

Чăваш халăх сăвăçи

 

    Хăйсен çырулăхне йĕркелесе янă хыççăн чăвашсем тăван чĕлхипе сăвăсем, кĕнекесем çырма пуçланă. Чи малтанхи паллă сăвăçсенчен пĕри К.В.Иванов пулнă.  Вăл питĕ сахал пурăннă, ÿпке чирĕпе чирлесе çирĕм пиллĕкрех вилнĕ. Анчах та çак кĕске хушăрах вăл нумай илемлĕ сăвă, поэма çырма ĕлкĕрнĕ. Çав тĕллевпе паян пĕрремĕш класс ачисем унăн «Сентти», «Çурхи илем», «Çуркунне», «Çулталăк хушши», «Чĕкеç» сăввисене аса илчĕç, вĕсене пăхмасăр каларĕç.