Чăваш тĕрhиллĕ чечек йăранĕ
Ака уйăхĕн 29 – мĕшĕнче чăваш халăхĕ Чăваш символĕсен кунне уявлать. Çак куна халалласа Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулти тăххăрмĕш класра вĕренекенсем чăваш тĕрриллĕ чечек йăранĕ хатĕрлерĕç, сарă, йăмăх хĕрлĕ чечексем акрĕç. Клумба варрине «Пурнăç йывăçĕ» евĕр тăпра касса кăларчĕç. Чăваш тĕрриллĕ чечек йăранĕ ешерсе çитĕнессе шанса тăратпăр.