Чăваш чĕлхипе литература эрни вĕçленчĕ
Ака уйăхĕн 29 – мĕшĕнче Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Шкул ачисем чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. Трофимова Лидия Владимировна ертсе пыракан «Çеçпĕл çеçкисем» фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем умлă - хыçлă хур кайăксем пек карталанса тăрса «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи» юрри юрларĕç. Уйрăмах пуçламăш, пиллĕкмĕш, улттăмĕш класри ачасем юрласа – ташлани кăмăла кайрĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрнине, «Тăван чĕлхе – пĕлỳ çăл куçĕ, Чăваш Республикин гимнĕпе вĕçлерĕç.