Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи традицисем пирĕн шкулта

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи традицисем  пирĕн шкулта

 

   Чăваш чĕлхипе литература эрни, «Тăван чĕлхе  - пĕлỳ çăл куçĕ», малалла пырать. Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Кузьмина Венера Меркурьевнăпа Николаева Валентина Поликарповна, ака уйăхĕн 26 – мĕшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи традицисем пирĕн шкулта» темăпа уçă уроксем ирттерчĕç. Урока шкул директорĕ Кузьмина Любовь Алексеевна активлă хутшăнчĕ.

   Вуннăмĕш класра вĕренекенсем тăватă ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Çамрăк художниксем ỳкерчĕксем ăсталарĕç. Поэзие юратакансем сăвă йĕркисем хыврĕç. Проза ăстисем калавсем çырас енĕпе ĕçлерĕç. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене юратнă вĕрентекенĕсене парнелерĕç. Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырĕ.