И. Я. Яковлевăн çуралнă кунне халалласа

И. Я. Яковлевăн çуралнă кунне халалласа

 

   «Сан çуралнă кун», - çакăн пек  ятпа  Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулта И. Я. Яковлевăн çуралнă кунне халалласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уяв каçĕ ирттерчĕç. Ку  уява чăваш чĕлхине чунтан юратакан тата хисеплекен ачасем хутшăнчĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем Тихăн Петĕрккин «Çутталла» хайлвĕ тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Сытина Анна, Кузьмин Николай, Журавлева Евгения, Потапов Максим сцена çинче ăста вылярĕç.

    Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлевăн  пултарулăх çул -  йĕрĕпе паллаштарчĕç. Самушкова Надежда, Шашкина Елена, Белоусова Юлия, Филиппов Евгений чăваш халăхне çутта кăларнă сумлă çын çинчен тухса калаçрĕç. Данилова Ольга И.Я. Яковлевпа Н.И. Ашмаринăн туслă çыхăнăвĕ пирки сăмах хускатрĕç. Уяв каçне «Тăвансемĕр савăнар пĕрле» ятлă юрăпа вĕçлерĕç.

    Чăваш чĕлхи кунĕ, «Тăван чĕлхе – пĕлỳ çăл куçĕ», малалла пырать.