Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

 

 

   Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  Тăван чĕлхене вĕрентекенсем  « Мĕн вăл чăвашлăх?» темăпа ИКТпа усă курса уçă урок ирттерчĕç. Урокра Венера Меркурьевна, Валентина Поликарповна, музыка учителĕ Валентина Арсентьевна тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Урока «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа пуçларĕç. Унтан Внера Меркурьевна чăвашлăх мĕн иккенне ăнлантарса пачĕ.

-Чăвашлăх вăл – чăваш сăмахĕ, юрри, тĕрри, ташши, Чăваш çĕрĕ çинчи çынсем, - терĕ вĕрентекен. Унсăр пуçне вĕренекенсем чăваш халăхĕн çичĕ пилĕпе паллашрĕç. «Уйăх çинчи хĕр» юмах тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Ыр кăмăллăх акцин эрнинче вĕренекенсенче ырă туйăмлă пулма вĕрентес тĕллев, сапăрлăх тĕллевĕ лартнă имĕш вĕрентекен.

   Николаева Валентина Поликарповна  улттăмĕш тата çиччĕмĕш класри вĕренекенсене шкул музейне илсе кайрĕ. Ачсем чăн – чăн чăваш тĕнчине лекрĕç. Унта вĕрентекен  чăваш халăхĕн ĕç хатĕрĕсемпе тумĕ, пирĕн ялтан тухнă паллă çынсем çинчен каласа пачĕ. Шкул музейне тăван шкултан вĕренсе тухакансем асăнмалăх  тĕрлĕ парне парса хăварни çинчен пĕлтерчĕ.  Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать.